11 Унта халсӑр тӑвакан сывлӑш хутлатса лартнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл вун сакӑр ҫул тӳрленме пултарайман.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
«Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ.
Иисус ӑна курсан чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ чирӳнтен тасалтӑн!»
Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
Ҫаксем пула пуҫласан пуҫӑрсене усас вырӑнне ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывхарать».
тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария,
Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ.
Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.
Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.