1 Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Иисуса ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Галилея ҫыннисене Пилат Турӑ Ҫуртӗнче вӗлерттернӗ. Вара вӗсен юнне хӑйсем Турра кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнӗпе хутӑштарнӑ».
Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ.
Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
«Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен.
Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ.