58 Хӑвӑнпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех ҫураҫма тӑрӑш. Ахальлӗн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.
Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ.
«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ.
тамӑка анса, унти чунсене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.
Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.
Савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен манӑн питӗ ҫырассӑм килетчӗ. Анчах та эпӗ сирӗн патӑра Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӗрре тата яланлӑха панӑ ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе ҫырас терӗм.
Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех.