56 Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.
Ирхине эсир: пӗлӗт йӑм-хӗрлӗ – паян ҫанталӑк пӑсӑлать тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! Тӳпери паллӑсене уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллисене уйӑрма пӗлейместӗр-и?
Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.