53 Ашшӗ – ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ. Амӑшӗ – хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ. Хунямӑшӗ – кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».
Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм.
Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.
Паянтан ӗнтӗ, пӗр килте пилӗк ҫын пулсан, вӗсем икӗ пая уйӑрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ – иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ.