50 Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп.
Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
«Эпӗ ҫӗр ҫине вут антармашкӑн килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасшӑн!
«Хӗҫне йӗннине чиксе хур, – тенӗ Иисус Петра. – Аттем панӑ асап куркине Манӑн ӗҫмелле марччӗ-им вара?»
Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.
Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесӗр пынӑ.
Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп.