Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ.
Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!»