Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 12:48 - Синодальный НЗ

48 Пӗлмесӗр айӑпа кӗнӗ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумайрах ыйтӗҫ. Кама нумай шанса панӑ, унран тата ытларах шыраса илӗҫ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 12:48
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр тата ҫын умӗнче юриех чылайччен кӗлтӑватӑр. Ҫавӑншӑн сире тата йывӑртарах айӑплав пулӗ.


Вара Петр ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫак ытарлӑха Эсӗ пирӗн валли калатӑн-и е вӑл пурин валли те?»


«Эпӗ ҫӗр ҫине вут антармашкӑн килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасшӑн!


Вара хуҫи ӑна чӗнтернӗ те: „Сан ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм. Ман пурлӑха епле упрани ҫинчен явап пар, текех ӗнтӗ эсӗ кил-ҫурт пӑхса тӑмӑн“, – тенӗ.


Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ.


Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.


Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.


Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.


Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.


Эй, тӑвансем! Пурте вӗрентекен пуласшӑн ан ҫунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, судра тата хытӑрах ыйтӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ