46 Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ.
Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра тавӑрӑнӗ те,
ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине икӗ питлисемпе пӗрешкелех татса парӗ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ».
Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ.
Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!