45 Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ.
Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ.
Чӑн калатӑп сире: хуҫа ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.
Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ.
«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,
ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ».
Ҫав кунсенче Хамӑн Сывлӑшӑма арҫын чурамсемпе хӗрарӑм чурамсем ҫине те ярӑп, вара вӗсем те пророкла калаҫӗҫ.
Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ.
Хӑвӑра кам та пулин пусмӑрланине те, алӑри ҫӑкӑра туртса илнине те, ҫаратнине те, хӑвӑрпа мӑнкӑмӑллӑ тыткаланине те, ҫупкӑ ҫитернине те эсир чӑтатӑр.
Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет.
Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.
Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать.
Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те».
Анчах та ҫак хула ҫылӑхӗсене пула сӑваплисемпе пророксен, ҫӗр ҫинче вӗлернисен пурин те – юнӗ юхнӑ!»