39 Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.
«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр.
«Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли мул ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ.
Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.