36 эсир хуҫи туйран тавӑрӑнасса кӗтекен ҫынсем пек пулӑр. Вӑл пырса шаккасан вӗсем ҫавӑнтах ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ.
«Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр;
Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ.
Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ.
Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.