Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 12:24 - Синодальный НЗ

24 Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 12:24
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.


Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».


Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара?


Патша салхуланнӑ, анчах хӑнисем умӗнче тупа тунӑран мӗн ыйтнине пама пулнӑ.


Унтан ҫапла шут тунӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп. Ампарсене пӑсса пысӑкраххисем туса лартӑп. Вара пӗтӗм тырра, мӗн пур пуянлӑха ҫавӑнта пуҫтарса хурӑп.


Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах!


Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ