22 «Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр.
Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр,
Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах!
Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр.
Манӑн сире пурӑнӑҫ хуйхи-суйхинчен хӑтарса хӑварас килет. Авланман ҫын Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».