20 Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“
Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара?
Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.
Мӗншӗн тесен эпир ку тӗнчене пуш алӑпа килнӗ, каясса та, паллах, пуш алӑпах кайӑпӑр.
Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна.