Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 12:18 - Синодальный НЗ

18 Унтан ҫапла шут тунӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп. Ампарсене пӑсса пысӑкраххисем туса лартӑп. Вара пӗтӗм тырра, мӗн пур пуянлӑха ҫавӑнта пуҫтарса хурӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 12:18
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара?


Вара вӑл: „Ман ӗнтӗ мӗн тӑвас-ши? Вырса пуҫтарнӑ тырра усрама вырӑн ҫитмест“, – тесе шухӑшланӑ.


Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп.


Турӑ умӗнче сумлӑ пулас вырӑнне хӑйшӗн мул пухакан кашни ҫынпах ҫапла пулӗ».


Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!


Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп!


«Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр.


Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс.


«Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та, унта ҫулталӑк хушши сутӑ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эй, ҫакнашкал калаҫакансем, халӗ мана итлӗр-ха.


«Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ