14 Иисус ҫав ҫынна: «Эй, этем! Мана сире суд тума е пурлӑхӑра уйӑрма лартнӑ-им?» – тенӗ.
Халӑх хушшинчен пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, манӑн пиччене кала-ха, аттерен юлнӑ пурлӑха вӑл мана та уйӑрса патӑр».
Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ.
Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.
Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.
«Никам та айӑпламарӗ, Хуҫамӑр!» – тавӑрнӑ хӗрарӑм. «Эпӗ те сана айӑпламастӑп. Каях, текех ҫылӑха ан кӗр», – тенӗ Иисус.
Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн.
Эй, этем! Эсӗ унашкал хӑтланакансене айӑпласа, ху та ҫавнашкалах хӑтланса пурӑнса, Турӑ судӗнчен тарса юлӑп тетӗн-им?
Эсӗ, этем, Турӑпа тавлашмашкӑн камах вара? Тӑм чӳлмек чӳлмекҫӗне: «Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла ӑсталарӑн?» – тесе ӳпкелешӗ-и?