Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 12:11 - Синодальный НЗ

11 Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр,

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 12:11
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.


«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара?


Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ?


Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ,


Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр.


Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».


«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ