10 Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана кирек кама та каҫарӗҫ, анчах Святой Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ.
Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Кам ӗненекен тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнине курать, ҫав тӑванӗшӗн кӗлтутӑр. Турӑ вара ӑна чӗрӗлӗх парӗ. Ҫакна эпӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнисем пирки калатӑп. Анчах та вилӗм кӳрекен ҫылӑха кӗрекенсем те пур. Сирӗн вӗсемшӗн те кӗлтумалла теместӗп эпӗ.