9 Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман.
Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех.
Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп.
Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;
«Майлӑ вӑхӑтра Эпӗ сана илтрӗм, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче сана пулӑшрӑм», – тесе каланӑ-ҫке Турӑ. Акӑ ӗнтӗ ҫав майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ, акӑ ӗнтӗ ҫав ҫӑлӑнӑҫ кунӗ килчӗ.
Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле.
Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.
Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать.
Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.
Эсир Фиатирӑра пурӑнакан ытти хӑш-пӗр ҫынсемпе пӗрле ҫав вӗрентӳ хыҫҫӑн каймастӑр, „шуйттанлӑхӑн шырланӗ“ текенни мӗнне пӗлместӗр. Ҫавӑнпа та сире пурне те ҫакна калатӑп: „Эпӗ сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп“.