Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 11:7 - Синодальный НЗ

7 Тусӗ шалтан ӑна хирӗҫ: „Ан чӑрмантарса ҫӳре! Эпӗ алӑксене питӗрнӗ ӗнтӗ, ачасем те вырӑн ҫинче хампа пӗрле ҫывӑраҫҫӗ. Тӑрса ҫӑкӑр параймастӑп сана“, – тетӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 11:7
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ.


ҫула май ман пата юлташ кӗчӗ те, манӑн ӑна хӑналама нимӗн те ҫук“, – тесе ыйттӑр.


Калатӑп сире: вӑл ӑна туслӑ пулнишӗн тӑрса парас темесен те, лешӗ тимлесе йӑлӑннине кура, вырӑнӗ ҫинчен тӑрӗ те ӑна ыйтнӑ чухлӗ парӗ.


Кил хуҫи тӑрса алӑкне хупсан, эсир тул енче алӑка шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсем пире“, – тесе йӑлӑнма пуҫлӑр. Анчах Вӑл сире: „Камсем тата ӑҫтан эсир? Эпӗ сире пӗлместӗп“, – тейӗ.


Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар.


Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ