Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 11:51 - Синодальный НЗ

51 Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, вӗлернӗ Захария юнӗ таранах ҫак ӑрӑвӑн явап тытмалла пулӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсемшӗн пӗтӗмпех ҫак ӑру ҫыннисем айӑпа юлӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 11:51
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ.


Ӗненӗве пула Авель Турра Каинран юрӑхлӑрах парне кӳнӗ. Ӗненӗве кура Турӑ, унӑн парнине йышӑнса, вӑл тӳрӗ пулнине кӑтартса панӑ. Авель вилнӗ пулин те, ӗненӗве пула халӗ те пирӗнпе калаҫать.


Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах.


Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ