49 Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.
Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ.
Ҫапла туса эсир хӑвӑр мӑн аслаҫӑрсен ӗҫне ырланине ҫирӗплететӗр; вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр.
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ.
Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“.
Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ.
Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ.
Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ.
Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.
Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ.
Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.
Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те».
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!