43 Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр.
Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ:
«Саккун вӗрентӳҫисенчен сыхланӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ; синагогӑра малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.
Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.