Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.
Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».