40 Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара?
Эй, ӑссӑрсем, суккӑрсем! Мӗн пахарах: ылтӑн-и е ылтӑна сӑваплӑ тӑвакан Турӑ Ҫурчӗ-и?
Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат.
Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
Эй, ӑссӑрскер! Эсӗ мӗн акни хӑй пӗтмесӗр чӗрӗлӗх памасть.
Ҫӗр ҫинчи атте пире айӑпласан эпир ӑна итлетпӗр, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакана пирӗн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ӑна итлени пурӑнӑҫ парать-ҫке-ха!