Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 11:4 - Синодальный НЗ

4 пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 11:4
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».


– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».


Иисус татах вӗсене каланӑ: «Акӑ, тӗслӗхрен, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин пӗр тусӗ пултӑр. Вӑл ун патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пытӑр та: „Тусӑм, мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр пар-ха,


Е тата Силоам башни ишӗлнипе вун сакӑр ҫын вилни ҫинчен мӗн калама пулать? Вӗсем Иерусалимри ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?


«Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.


Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.


Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.


Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.


Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех.


Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.


Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.


Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.


Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ