38 Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ.
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
Ҫакна каланӑ чухне пӗр фарисей Ӑна хӑй патне кӑнтӑрлахи апат тума чӗннӗ. Фарисей килне пырсан Иисус ҫиме ларнӑ.
Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалу йӑли пирки тавлашу сиксе тухнӑ.