Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.
Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.