Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр.