33 «Ҫутаткӑҫ ҫутсан ӑна никам та курӑнман вырӑна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать.
Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Кун ҫути вун икӗ сехете пымасть-им вара? Кун ҫутипе ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл тӗнче ҫутине курать.
Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.