22 Анчах та хӑйӗнчен те вӑйлӑраххи ӑна тапӑнса ҫӗнтерсен, вӑл унӑнне шанса тӑнӑ хӗҫӗ-сӑннине йӑлтах туртса илӗ, ҫаратнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ.
Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпе хуралланӑ чухне унӑн пурлӑхӗ шанчӑклӑ упранса тӑрать.
Кам Ман майлӑ мар, вӑл Мана хирӗҫ. Кам Манпа пӗрле пухмасть, вӑл салатса пӗтерет.
Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр.
Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр.
Ҫапла Вӑл тӗттӗмлӗх пуҫлӑхӗсемпе влаҫӗсен вӑйне Хӑйӗн хӑвачӗпе пӗтерсе чаплӑн ҫӗнтернӗ, вӗсенчен тӗнче кулли тунӑ.
Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.