Лука 11:2 - Синодальный НЗ2 Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.