16 Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ.
Халӑх йышлӑн пуҫтарӑнсан Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫак усал ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ.
«Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?
Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ.
Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ.