Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 11:13 - Синодальный НЗ

13 Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 11:13
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсем хушшинче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр».


Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.


Эсир ҫын айӑпӗсене каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ.


Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и?


Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать.


Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех.


Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и?


Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;


– Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и?


Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».


Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.


Пӗр ҫын ҫылӑхӗ урлӑ вилӗм хуҫаланнӑ пулсан, Туррӑн тулли ырӑлӑхне тата тӳрӗлӗхне илекен ҫынсем пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пурӑнӑҫра епле чаплӑрах хуҫаланӗҫ!


Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп.


Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ