12 Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и?
Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ.
Сирӗн хушшӑрта ҫӑкӑр ыйтакан ывӑлне чул паракан ашшӗ пур-и? Е пулӑ ыйтсан, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен параканӗ пур-и?
Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».
Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ.