Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 11:10 - Синодальный НЗ

10 Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 11:10
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес текенрен ан пӑрӑн».


Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.


Сирӗн хушшӑрта ҫӑкӑр ыйтакан ывӑлне чул паракан ашшӗ пур-и? Е пулӑ ыйтсан, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен параканӗ пур-и?


Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.


Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:


Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.


Нумай чӑтнисене эпир телейлисем тетпӗр. Эсир Иов чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ. Хуҫа Турӑ ирӗкӗпе унӑн асапӗсем мӗнле вӗҫленнине те пӗлетӗр. Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗрхенӳлӗхӗ нумай.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ