9 Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.
«Турӑ Патшалӑхне тата мӗнпе танлаштарар-ши? Ӑна мӗнле ытарлӑхпа сӑнарлама май пур-ши? – тенӗ Иисус.
нумай-нумай усал сывлӑш хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр:
„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ».
Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн та пӗр чӑрмавсӑр вӗрентнӗ.