Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 10:7 - Синодальный НЗ

7 Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 10:7
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ.


Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫула тухичченех ҫавӑнта пурӑнӑр.


Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.


Килне илсе пырсан вӗсене апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.


Павелпа Сила вара тӗрмерен тухсанах Лидия патне кайнӑ. Унта вӗсем ӗненекен тӑвансемпе курнӑҫса калаҫнӑ, ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, унтан тин ҫула тухнӑ.


Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр.


Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.


Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ