5 Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр.
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ.
«Паян Закхей кил-йышне ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраам ачи!
Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.
Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.