41-42 «Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».
Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!»
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.