39 Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ.
Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ.
Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ.
Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ.
Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ.
Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ.
«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.