37 «Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.
Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?»
Ҫулпа малалла пынӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне чӗнсе кӗртнӗ.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ.