36 Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?»
«Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?»
«Турӑ Суйласа илни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр? Кам йӑхӗнчен пулмалла Вӑл?» «Давид йӑхӗнчен», – тенӗ Ӑна.
Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, – тенӗ.
«Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».
Анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулманран кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Ӗнтӗ кала-ха, ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?»