35 Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, – тенӗ.
Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ.
Кунне пӗр динарий тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ.
Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ.
Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?»
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн.
Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.