32 Кӑшт тӑрсан ҫав вырӑна левит ҫитнӗ. Вӑл патнерех пырса пӑхнӑ та ҫавнашкалах пӑрӑнса иртсе кайнӑ.
Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ. Вӑл, аманнӑ ҫынна курсан, айккинчен пӑрӑнса кайнӑ.
Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ.
Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Хӑвна ан пӗтерех! Эпир пурте кунтах!»
Мӗн пур грексем синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та суд ҫурчӗ умӗнчех хӗне пуҫланӑ. Галлион хушша-хуппа кӗмен.
Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ.