3 Кайӑр, Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине путексене янӑ пек яратӑп.
«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.
«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем.
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Кашкӑр ҫывхарнине курсан вӑл сурӑхӗсене пӑрахсах тарать. Кашкӑр вара сурӑхсене туртса ҫурать, кӗтӗвне салатса ярать.
„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ.
Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.
Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп.
Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп».
Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ.