Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 10:29 - Синодальный НЗ

29 Анчах та саккун вӗрентӳҫи хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисусран татах ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 10:29
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.


Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар.


Енчен те Авраам ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, вӑл Турӑ умӗнче мар, ҫынсем умӗнче мухтава тивӗҫ.


Саккунпа кӑна никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасси ҫак сӑмахсенчен уҫҫӑнах курӑнать: «Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».


Куратӑн ӗнтӗ, этем ӗненӳпе кӑна мар, ӗҫӗсемпе тӳрре тухать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ