27 Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
аҫу-аннӳне хисепле; ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
«Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус.
Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.
– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр.
Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.