Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ.
Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.
Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.
Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.